"Çĕнелỹ хунавĕсем" конкурс çĕнтерỹçисем

17 ноября 2015 г.

 

"Шкул тулашĕнчи ĕçсен "Эткер" центрĕ" автономиллĕ учрежденинче республикăри "Çĕнелỹ хунавĕсем" конкурс-вăйă финалĕ иртнĕ.

К.Иванов произведенийĕсен вăрттăнлăхĕсем" номинацире 164 творчествăлла ĕç суйласа илнĕ. "Чăваш Ен пуянлăхĕсем" номинацире - 27 творчествăлла ĕç.

Финала Вăрнар, Патăръел, Канаш, Муркаш, Етĕрне районĕсенчи, Шупашкар хулинчи, пирĕн районти Тăрмăш ялĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем лекнĕ.

Пирĕн район вĕренекенĕсем конкурса С.Николаева директор, З.Григорьева тата С.Семенова вĕрентекенсем тăрăшнипе хатĕрленнĕ.

"К.Иванов произведенийĕсен вăрттăнлăхĕсем" - 3, "Чăваш Ен пуянлăхĕсем" номинацисенче - иккĕмĕш, краеведенипе ăс-хакăл турĕнче виççĕмĕш вырăнсене тухнă тăрмăшсем. Пĕтĕмлетỹ тунă хыççăн "Çĕнелỹ хунавĕсем" республикăри вăйă-конкурсра Тăрмăшри вăтам шкул команди çĕнтернĕ.

Асăннă вĕрентỹ çуртĕнче пĕлỹ пухакансене çак çитĕнỹпе ăшшăн саламланă юлташĕсем, яланах çапла малта пыма суннă.

А.АЛЕКСАНДРОВА

АУ «РЕДАКЦИЯ ЯНТИКОВСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ЯЛ ĚÇЧЕНĚ» («СЕЛЬСКИЙ ТРУЖЕНИК») МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИ