Çĕнĕ кĕнеке тухрĕ

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Тăрмăш ял вулав çуртĕнче колхозра ĕçленĕ ветерансемпе ясли-садра ĕçлекенсем пуçтарăнчĕç. Мĕн пĕрлештерчĕ-ха çак тĕрлĕ ĕçре ĕçленĕ çынсене çав кун?

Тăрмăш ялĕ пысăк ял. Çавна кура ун историйĕ те кĕске мар. Кунта хăй вăхăтĕнче сахал мар тĕрлĕ хуçалăхсемпе учреждением ĕçленĕ. Ял истори тĕпчевçи Эдурад Ушаков ун çинчен темиçе кĕнеке те кăларчĕ. Анчах та ялта лайăх та тарăн тĕпчеменни татах та пур. Çавна кура тата халăх интересленсе ыйтнипе асăннă краеведпа шкулти истори учителĕ Вячеслав Сидоров тачă çыхăнса ĕçлесе тепĕр кĕнеке çырса кăларма пултарчĕç. Вăл ялти госсортоучастокпа ясли-сад историйĕ çинчен пулчĕ. Кĕнеке «Госсортоучасток. Детский сад. Из истории села Турмыши» ятлă. Ку вăл Э. Ушаковăн 7-мĕш кĕнеки пулчĕ.

Тăрмăш ялĕнче 1937 çулта Тăвай районĕнче ялхуçалăх культурисен тĕрлĕ сорчĕсене сăнаса опытсем тăвакан участок уçнă. Ăна Тăрмăш ялне вырнаçтарнă. Чăваш енре ун пек организацисем 7 пулнă. 2008-мĕш çулччен вăл ĕçленĕ, 71 çул. Миçе агроном, бригадир, механизатор тата рабочисем кунта вăй хунă. ГСУн хăйĕн çĕрĕ, сортсен делянкисем, йĕтемĕ, трактор-комбайнĕ, складсем пулнă. Вăл хăйне евĕр ялхуçалăхне аталантаракан пĕчĕк патшалăх пулнă. Кĕнеке авторĕсен ашшĕ-амăшĕсем те вĕсем хăйсем те çав ГСУра ĕçлесе ÿснĕ. Ун историйĕ нумай ялти çыншăн интереслĕ.

Тепĕр ыйту тĕпчевçĕсемшĕн ялти ача-пăчасен ясли-садсен историйĕ кăсăклантарни. Пĕрремĕш ясли-сад ялта выçлăх çулсенче 1922-мĕш çулта уçăлнă имĕш. Вĕсем ялта кашни бригадăрах пулнă. Садиксене колхозниксен килĕсенче йĕркеленĕ. Ашшĕ-амăшĕсем уйра ĕçленĕ чухне ачисене сада пуçтарса апатлантарнă, вăйăсем выляттарнă, шывран, пушартан сыхланă. Нумай ырă ĕç тунă.

1976 çулта вара 90 вырăнлă икĕ хутлă çурт туса лартнă. Вăл паянхи кун та йĕркеллĕ тулли группăсемпе ĕçлет. Кĕнекене нумай ĕлĕкхи тата паянхи фотографмсемпе пуянлатнă. Вĕсене курсан мĕнпур ĕлĕкхи пурнăç куç умне тухса тăрать, теççĕ куракансем.

Кĕнеке презентацине чылай ял-йыш пуçтарăнчĕ. Вĕсен аса илмеллисем нумай пулчĕç. Сахал мар нушта курнă ун чухне хальхи ватăсем. Çапах та вĕсем хăйсен çамрăк чухнехи çулсене çав тери савăнса таса туйăмпа аса илеççĕ, кĕнеке кăларакансене тав тăваççĕ, татах та çитĕнÿсем тума сĕнеççĕ.

Авторсене, ял çыннисене саламлама районтан В.В. Чайкин, М.Я. Яковлев, А.В. Орешникова тата В.В. Петровпа Е.В. Школьников краеведсем хутшăнчĕç.

 В. Сидоров, истори учителĕ, шкул музейĕн ертÿçи