Тăрмăш шкулне - 135 çул!

            1884-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче Аслă Тăрмăш ялĕнче (Аслă, Кĕçĕн Тăрмăшсем пулнă) ачасене вĕренме Павел Сидоров ял çынни килĕнче  шкул уçнă пулнă. Шкула халăх укçипе тытса тăнă. Учительсен вара вăхăтсерен тÿлевсĕрех ĕçлеме тÿр килнĕ. Шкула уçма, ăна тĕрĕслесе тăма Вырăс-Нăрваш чиркĕвĕн священникĕ Н.М. Богородицкий нумай вăй хунă. Чи малтанах 18 арçын ача вĕренĕве пикеннĕ. Пĕрремĕш учитель Енĕш-Нăрваш шкулне пĕтернĕ Михаил Семёнов пулнă. Тăрмăш çыннисенчен пĕрремĕш учитель Антон Порфирьевич Порфирьев (Жаворонков) пулнă. Вăл 1890-96-мĕш çулсенче вĕрентнĕ.

1896-мĕш çулта ялти Турмышка шывĕн хальхи плотина патĕнче Цивильск управи йĕркеленипе шкул çурчĕ туса лартнă. Унта 30 ача вĕреннĕ. Ял аталансах пынă. 1918-20-мĕш çулсенче Тăрмăш ялĕнче 2205 çын пурăнни паллă (халĕ вара 1538 çын кăна), шкулта 458 шкула каймалли ачаран 172 ачи вĕреннĕ (хальхи пек). Шкулăн малтанхи утăмĕсене тума, ăна аталантарма нумай учитель вăй хунă: И.П. Разин - 1-мĕш шкул заведующийĕ, хăйĕн килĕнче шкул уçнă, П.Г. Григорьев - 1-мĕш аслă пĕлÿ илнĕ учитель, 1-мĕш директор, М.Т. Григорьева - 1-мĕш хĕрарăм-учитель, 40 çула яхăн тăван шкулта вăй хунă.

1934-38-мĕш çулсенче кăна çĕнĕ проектлă пысăк шкул тума пултарнă. 1960-мĕш çулта 8-мĕш клас уçнă, 1968-мĕш çулта (50 çул каялла) ачасем пĕрремĕш хут вăтам шкултан вĕренсе тухнă.

Паянхи виçĕ хутлă кирпĕчрен купаланă кермен пек шкула 1979-1981-мĕш çулсенче туса лартнă. Ăна туса хута яма П.Я. Яковлевăн тÿпи питех те пысăк. 10 çул хушши директорта тăрăшрĕ вăл. Пётр Яковлевич РСФСР халăх вĕрентÿ отличникне, «Знак Почёта» орденне тивĕçлĕ пулнă.

Шкул хăйĕн вĕренсе тухнă халăх çинче палла çынсемпе чăннипех те савăнма пултарать: 40 çын «Тава тивĕçлĕ ĕçчен» ятне тивĕçнĕ, 5 композитор, 2 халăх артисчĕ, 11 наукăсен кандидачĕсемпе учёнăйĕсем, 9 спорт мастерĕсемпе кандидачĕсем. Вырăнти тĕпчевçĕсем Тăрмăшпа Лачкасси  ялĕсен, шкул историйĕсем çинчен кăна 6 кĕнеке пичетлесе кăларнă.

Тăрмăш шкулĕ малалла ăнăçлă аталанать. 1950-мĕш çулсенче ку шкула 7 класлă кăна пулсан та 462  ача вĕренме çÿренĕ. Хальхипе танлаштарсан ку вара виçĕ хут нумайрах. Чи сахал ача вара 2011 çулта пулнă – 153. Паянхи куна унтанпа шкулта 13 ача шучĕ ÿснĕ. 1-11-мĕш классенче 175 ача вĕренет, 17 учитель тăрăшать. Ачасем тарăн пĕлÿ илсе тĕрлĕ конкурсемпе олимпиадăсене ăнăçлă хутшăнаççĕ. Кăçалхи районта иртнĕ предмет олимпиадисенче 3-мĕш вырăна тухрĕç. Кунта ял, шкул историне пĕлесси, вĕсене малалла аталантарса пырасси çине тимлесе вăй хураççĕ. Вырăнти тĕпчевçĕсем ял тата шкул историйĕсем çинчен кĕнекесем кăларнă. Шкул кашни çулах кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Шкул кунĕ» уяв ирттерет. Ку кунне тĕрлĕ конкурссемпе спорт ăмăртăвĕсем пулаççĕ. Асăннă кун 2019-мĕш çулта Тăрмăш шкулĕ 135 çул тултарнипе çыхăнать. Ку уява аса илтерсе шкул çĕнĕ истори стенчĕсемпе тата баннерсемпе капăрланчĕ. Тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем, вĕрентекенсем, вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем, хăнасем шкула çак кун килсе курма пултараççĕ.

В. Сидоров, истори учителĕ