Пур çĕре те ĕлкĕрекен Ангелина

Тăрмăш шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Ангелина Ялугина пултарулăхĕнчен вĕрентекенсем кăна мар, юлташĕсем те тĕлĕнеççĕ. Ара, хастар хĕр ача вĕренÿре «5» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне шкулти пур ăмăртуна та, мероприятисене те хутшăнать, вĕсене йĕркелет, ертсе пырать.

Çитĕнÿ ахаль килмест. Ангелина пур предметпа та питĕ тăрăшса вĕренет, нумай вулать. Çавăнпа ĕнтĕ предмет олимпиадисене хутшăнса час-часах е çĕнтерÿçĕ, е призёр ята тивĕçет.

Кăçалхи çул вăл 7 предметпа район олимпиадисене хутшăнса 2 предметпа çĕнтерÿçĕ, 5-шĕпе призёр пулма пултарчĕ. Республикăри чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче Тăвай район чысне хÿтĕлесе призёр пулса таврăнчĕ. Асăннă предмета хĕр ача питех те юратса вĕренет, сăвă-калавсем хăй çырать. Темиçе çул ĕнтĕ наукăпа практика конференцине хăй çырнă сăввисене тăратса 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

Халĕ вара пултаруллă хĕр ача ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери халăхсем хушшинче иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадине хутшăнса çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Халиччен кун пек çÿллĕ картлашкана никамах та хăпараса курайман пулĕ. «Çак çитĕнÿ пĕр уйăхри, пĕр çулхи ĕç мар, уроксенче çеç ĕçленипе тĕнче шайне тухасси пулмастчĕ», - тет Ангелина, кашни кун пекех уроксем хыççăн чăваш чĕлхипе литературă учителĕпе Зинаида Николаевна Григорьевăпа нумай консультаци ирттернине пĕлтерсе.

Маттур, Ангелина. Эпир санпа мухтанатпăр, сана малашне те ăнăçу сунатпăр.