Воспитание детей в семье

Ырă каç пултăр, хисеплĕ учительсем! Ырă каç пултăр, хаклă ашшĕ ĕ амăшĕсем!

Ачасене ç емьере воспитании парасси. Çак ĕç нихăçан та çăмăл пулман. Шкул ачисене тарăн та çирĕп пĕлÿ илччĕр тесе, мораль тĕлĕшĕнчен хăйсене йĕркеллĕ, чыслă тытма хăнăхса çитчĕр тесе учительсем пит=ĕ тăрăшаççĕ. Ку çеç çителĕксĕр. Тăрăшни усăллă пуласси вĕсене çак ĕçрĕ ашшĕ  - амăшĕсем мĕнле пулăшса пынинчен питĕ нумай килет. Ачасем тивĕçлĕ воспитании илччĕр тесен, çемьере хамăра йĕркеллĕ тытмалла.  

Мĕншĕн  - ха пирĕн ачасенчен хăшĕ – пĕри, ун пеккисем йышлах маар пулин те, хăшне йĕркесĕр тытать, ашкăнать, преступлении тăвать. Çак ыйту пурне те шухăшлатарать. Кун пек ачасем ытларах ашшĕпе амăшĕн тивĕçĕ çинчен манса кайнă çеьмесенче ÿссе çитĕнеççĕ. Кун пек кил – йышра ĕçкĕ – çикĕпе час – часах ашкăнаççĕ. Ача çакна май пĕр – пĕринпе харкашаççĕ. Ача çакна курса ÿссе тĕрĕс маар çул çине тăма пултарать. Кун пек хисепсĕр çемьесем (вĕсене социально – опасные тетпĕр)2.

Паянхи куна пирĕн шкулта 161 ача вĕренет. Çав шутра 2 ачана шкулти учета тăратнă. Вĕсене хулиганлла ĕç туса хурасран сăнасах тăратпăр, профилактика ĕçĕсем ирттеретпĕр. 20 çемье ашшĕ е амăшĕсĕр пурăнать. Нумай ачаллă çемьесем – 21. 3 ачана опекунсем пăхаççе.

Ачана пĕр  çитменлĕхсĕр пăхса ÿстерме май та çук пулĕ. Воспитании ĕçĕнче, ытти ĕçсенчи пекех, мĕнле те пулин йăнăш пулатех ĕнтĕ. Йăнăша йышăнма, вăхăтра сисе тÿрех тÿрлетме тăрăшмалла.

Ырă ĕç тунăшăн ачана мухтатпăр – и, усал йĕркесĕр пулнăшăн хурлатпăр – и яланах ачана хăйĕн ĕçĕ – хĕлĕ пирки шухăшлама хăнăхтарма тăрăшлмалла. Ĕç-е хăнăхтарса пынă май малалла çав ĕçе хăй ирĕкĕпе, никам хушмасăрах тума вĕрентмелле. Ырă тĕслĕхсем илсе парса, ачана хăйне те ырă пулма ыйтмалла. кил- йышра ачан пурнăçе ал тупанĕ çинчи пек курса тăратăн : сăнамалла, астумалла кăна.

Ачана çирĕп дисциплинăллă пулма вĕрентмелле, кунсерен йĕркелĕхе хăнăхтарса пымалла . ачана типĕ юратнăран хăш – пĕр ашшĕ – амăшĕ малтанхи вăхăтра ун теттисене пуçтарса хурать, каярахпа пушмакне тасатать, кĕнекисенмпе тетрачĕсене сумкăна чиксе парать, килти ĕçсене туса параканнисем ту пур. Çак ача йĕркеллĕ çын пулса çитĕнессе шанма йывăр. Кун пек ачан ялан тетрадь манса юлать, е кĕнеке, е дневник. Тепĕр чух хăй те çывăрса юлать. Дежурнăй учительсемсăнанă тăрăх. Çур урокран килекеннисем те пур. Ачасене пĕр вăхăтра тăма хăнăхтармалла, çывăрма иртерех ыртчăр.

Кашни  ашшĕ – амăшех харпăр хăй ачине итлеттерме тăрăшать. Итлĕменнишĕн, хушнине туманнишĕн пăшăрханать, хушнине туманнишĕн пăшăрханать. Хушнине ача час – часах пурнăçламасть пулсан, вăл усала вĕренеть, çынсен умĕнчи ответлăхне туйми пулать. Çемьере çитĕннисем хушинче пĕрлĕх çуккине пула та ача майĕрен пăсăлса пырать. Мĕнле йăнăш – ха? Амăше ачине хăй хушнă пек тума хистет, ашшĕ хăйне май ыйтать, асламăшĕ вара мăнукне хĕрхĕнсе нимĕн те ĕçлеттермест. Ача ирĕкмĕрех вĕсене юрас тесе икĕпитленене пуçлать, суйма та именмест, хушнине тумасăр тăма та хăюлăх çитерет. Çавăнпа çийĕнчех тĕрĕслесе тăмалла, хушине – ыйтнине ача пурнăçланă – и? пурнăçламан пулсан, мĕнле сăлтава пула? Ку ачана ответлăха туйма хăнăхтарать.

Хăш – пĕр ашшĕ – амăшĕ ача мĕнле вĕреннипе пачах та интересленмест. Ачан ĕçĕ мĕншĕн ăнса тыманнин сăлтавне  пĕлме тăрăшмасăрах питĕ те ансат вывод тăвать: ача вĕренме тăрăшмасть! Ачана пулăшма вăхăт тупмалла, тÿрех айăпламалла мар. Ĕçре ывăнни, килте ĕç нумаййи тата ытти сăлтавсем çине йăввантарас марччĕ.

Воспитани ĕçĕ – кăткăс ĕç. Тĕп тĕллев вăл – пур енлĕ аталаннă çынсем тăвасси. Ачасене тĕрĕс пăхса ÿстерес ĕçре чи кирли – ашшĕ – амăшĕ харпăр хăйне йĕркеллĕ тытма пĕлни, пĕр – пĕрне хисеплени, харпăр хăйĕн нашни утăмнĕ шухăшласа туни. Ашшĕпе амăшĕ ачасемшĕн тĕреслĕх пулса тăраççĕ. Ача вĕсене яланах курать, ĕçне – хĕлне сăнать, шухăшĕсене те пĕлет, туйăм –сисĕлене те туйсав тăрать. Вĕсем – те ача ашшĕне те, амăшне те чунтан – чĕререн юратать, вĕсемпе савăнать, вĕсем пек пулма тăрăшать пулсан, ачаран йĕркеллĕ çын ÿссе çитĕнессе шанма пулать. Ачасемпе май килнĕ таран ытларах пĕрле пулма тăрăшасчĕ. Çакă вара вĕсене лайăхрах пĕлсе çитме, пĕр- пĕрин хушшинчи туслăха вăйлатма, çиреплетме пулăшать.

Ачасем- пирĕн пуласлăх. Вĕсене тĕрĕс пăхса ÿстерсен, эпир ватлăхра ырă курăпăр. Япăх пăхса ÿстерсен, пирĕн кулянмалла, макăрмалла пулĕ.

Çак йывăр ĕçре пурне те ырлăх-сывлăх, чăтăмлăх! Ачасем пире савăнтарччăр çеç!