«Аккондра» экскурсинче пултăмăр

 Нумаях пулмасть эпир, Тăрмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекенсем, Шупашкарта экскурсинче пултăмăр.

            Чи малтан «Акконд» фабрикăра пулса куртăмăр. Унта ĕçлекенсем пире питĕ тарават кĕтсе илчĕç, фабрикăпа паллаштарчĕç, конфет, печени, вафли мĕнле тунине кăтартса çÿрерĕç.

            Юлашкинчен «Акконд» фирма историйĕ çинчен видео кăтартрĕç. Чей ĕçтерсе хăйсем кăларакан конфет-премĕкпе хăналарĕç, пылак кучченеç те парса ячĕç.

            Тĕл пулура фабрика ертÿçи Иванов Валерий Николаевич та пулчĕ. Пирĕнпе ăшшăн калаçрĕ, пире интереслентерекен ыйтусем çине тĕплĕн хуравларĕ.

            Каçхине вара К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен драма театрĕнче Марина Карягина çырнă «Куккуклă сехет» драма куртăмăр. Спектакль пурне те килĕшрĕ. Тĕп роле (Пĕрремĕш Кенни) пирĕн ентеш чăваш халăх артисчĕ Сергей Иванов вылять. Спектакль вĕçленсен унпа курса калаçрăмăр.

            Çул çÿревпе пурте кăмăллă пулчĕç. Çакăн пек экскурси йĕркеленĕшĕн хамăрăн шкул директорне – Светлана Владиславовнăна тав тăватпăр.

 

З.Н. Григорьева, вĕрентекен