Шкулта ачасен сывлӑхне упрамалла

 

Хальхи вӑхӑтра пур ҫӗрте те ӗҫлев хӑрушлӑхсене пӑхӑнассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Шкулта вӗренекенсемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ ку.

Вӗренӳ ӗҫӗн хӑрушсӑрлхне ӗҫ, химипе биологи, физика, информатика, физкультура урокӗсене пӑхӑнмалла. Уйрӑмах ачасен ӗҫ тата физкультура урокӗсенче асӑрхануллӑ пулмалла.

Ҫавӑнпа ку тӗлӗшпе Тӑрмӑш шкулӗнче тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттереҫӗ. Кашни кабинетра асӑннӑ темӑпа памятка ҫакӑнса тӑрать. Унсӑр пуҫне шкулта "Ӗҫлев сывлӑхӗ" кӗтес пур. Унта ачасем тӗрлӗ хӑрушлӑхсӗр инструкцийӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ.

Класс йӗртӳҫисем те ку ӗҫ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Каникулсем умӗн, субботник ем ирттеричен, поход-экскурсисене кайиччен яланах инструктаж параҫҫӗ. Инкек-синкек пулсан ӑҫта шӑнкӑравламаллине каласа ӑнлантараҫҫӗ.

Классенче инкекренн сыхланассипе класс сехечӗсем ирттереҫҫӗ. Нумаях пулмасть, ак, 4-мӗш класра "Пужар хӑрушлӑхӗ" темӑпа класс сехечӗ пулчӗ. Ачасем унта хӑйсемшӗн нумай усӑллине пӗлчӗҫ.

Кашни ҫулах шкулта "Ӗҫлев сыхлавӗ" темӑпа ирттерекен уйӑхлӑха ачасем активлӑ хутшӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ мероприятисем ирттеретпӗр. Коронавирус инфекцийӗ анлӑ сарӑлнӑ тапхӑрта ачасемпе шкул ӗҫченӗсем хӑйсен сывлӑхне упрамалли правилӑсене ҫирӗп пӑхӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа кашни кунах шкула ҫитсен ачасен ӳт температурине виҫеҫҫӗ, алӑсене ятарлӑ шӗвӗкпе сирпӗтеҫҫӗ.

2,4-мӗш уроксем хыҫҫӑн сӗтелсене, урайне хлорлӑ шывпа сӑтӑраҫҫӗ, тӑхтав вӑхӑтӗнче кабинетсенчи кантӑкаене уҫаҫҫӗ, рецикулятӑрсене ӗҫлеттереҫҫӗ.

Ҫапах та пирен ачасене уроксем вӗҫланиччененех сӑнаса-пӑхса тӑмалла, мӗншӗн тесен хӑш-пӗрисем урок вӑхӑтӗнче те хӑйсене япӑх туйма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пехек профилактика парвилисене пӑхӑнма вӗрентмелле, асӑрхаттармалла. Ҫитӗнекен ӑру малашлӑхӗ ҫутӑ, сывлӑхӗ ҫирӗп пултӑр тесе тӑрӑшмалла ҫапла аслисен.

 

Л. МАТРОСОВА,

шкул директӑрӗн ҫумӗ. Тӑрмӑш шкулӗ.